Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Вӑл 20 ҫулта пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Каччӑ Шупашкартан килнӗскер пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ шыва кӗме юраман ҫӗрте пӗвене кӗнӗ. Унӑн виллине шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине кӑларнӑ.
Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Атӑл ҫинче, Чӑваш Ен тата Мари Эл чиккинче, баржӑпа кимӗ ҫапаннӑ. Ку инкек Куславкка районӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Моторлӑ кимӗре икӗ пулӑҫ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри вилнӗ, теприне ҫӑлма май килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян Атӑлта баржӑпа вӗрсе хӑпартмалли моторлӑ кимӗ ҫапӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 15 сехет 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ Телеграм-каналӗнче.
Инкек Куславкка районӗнчи Карӑчкин ялӗ ҫывӑхӗнче ҫыранран 300 метр аякра пулнӑ. Вӗрсе хӑпартмалли кимӗре 2 ҫын ларнӑ: 1958 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1960 ҫулхи хӗрарӑм. Шел те, арҫын вилнӗ. Хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арҫын 1996 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Унӑн виллине вырӑна ҫитнӗ водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Пушар Учитель урамӗнчи пӗр ҫуртра тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран вӑй илнӗ.
Пушара сӳнтерсен 59 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫи пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни.
Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ.
Юр ирӗлсе ҫӗр тухрӗ кӑна – республикӑра типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче пулнӑ. Унта Хватукасси ялӗ ҫывӑхӗнче 16 сехет те 15 минутра типӗ курӑк ҫуннине палӑртнӑ. Вӑл 100 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине унччен хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта ҫӑлавҫӑсене, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене янӑ. Пӗтӗмпе - 68 ҫын.
Иртнӗ талӑкра Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнине палӑртнӑ. Унчченхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах. Норма 633 сантиметр пулмалла тӑк халӗ 560 сантиметр.
Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене эвакуацилеме Алтышево тата Чуварлей шкулӗсенче вӑхӑтлӑх пункт хатӗрленӗ.
Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур.
Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха.
Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать.
Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче Куйбышев урамӗнчи харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм электропралукран тухнӑ.
Шел те, пушарта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен ватӑ хӗрарӑм пушартан тухайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |